21 августа 2013 г.
«Çăлтăрпа пĕрле — ирхи зарядкăна» Шупашкарта ирттернĕ мероприятие 30 пине яхăн çын хутшăннă.
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе çăлтăрпа пĕрле ирттернĕ ирхи зарядкăна хутшăннă. Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 30 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă кăçалхи çул. Сăмах май калас пулсан, рекордсен Гиннесс кĕнекине çырăнма заявлени те çырнă. Михаил Игнатьев Шупашкар çыннисене уяв ячĕпе саламланă, тăван тавралăха юратма пĕлнишĕн сывă пурнăç йĕркине кăмăл тăвакансене пурне те чĕререн тав сăмахĕ каланă. Шупашкарта ирттернĕ массăллă спорт уявне пуринпе те пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хулин ертÿçисем, депутатсем тата ытти шайри пуçлăхсем хутшăннă.
Спортри хăйне евĕр вăрттăнлăхсемпе олимп чемпионĕ Валентина Егорова, биатлон енĕпе тăватă хут Олимп чемпионĕ, вун пĕр хут тĕнче чемпионĕ Александр Тихонов, Европа чемпионĕ, бокс енĕпе наци ăмăртăвĕн икĕ хут чемпионĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Валерий Лаптев тата ытти паллă спортсменсем паллаштарнă. Зарядкăна паллă актер тата телеертÿçĕ Виктор Логинов ертсе пынă, артиста «Пĕрле эпир телейлĕ» сериала курма юратакансем лайăх пĕлеç- çĕ.
Источник: "Каçал Ен"