21 августа 2013 г.
Чăваш Республикинче икĕ çул каялла виçĕ е унтан та ытларах ачаллă çемьесене уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр хăпартма, дача çурчĕ тума çĕр лаптăкне тÿлевсĕр майпа хăйсен харпăрлăхне уйăрса парасси çинчен саккун йышăннă. Асăннă саккун районта еплерех пурнăçа кĕрет-ха? Çемьесене çĕр лаптăкĕпе вăхăтра тивĕçтереççĕ-и?
«Чăваш Республикин 2011 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшÿллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан ытларах ача çитĕнтерекен районти 101 çемьене çĕр лаптăкне харпăрлăха тÿлевсĕр панă: 16-шне — уйрăм çурт-йĕр тума, 85-шне — хушма хуçалăх йĕркелеме. Паянхи куна пурĕ 135 çемьене учета илнĕ. Çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илнисенчен 94-шĕ ăна регистрациленĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районта ĕçе аван йĕркеленĕ, ял тăрăхĕсенче те чăрмав çук», — паллаштарать экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Геннадьевна Ульдина.
— Сăмахран, район центрĕнче çемьесене ăçти çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтеретĕр?
— Нумай ачаллă çемьесене «Садовая», «Солнечная», «65 лет Победы» урамсенче пурĕ 185082 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ панă. Малашне çемьесене çĕнĕ вырăна çĕр уйăрса пама палăртнă, ял тăрăхĕсенче те вĕсене кирлĕ шайри участоксемпе тивĕçтереççĕ.
— Сĕнекен çĕр лаптăкĕ килĕшмесессĕн, хирĕçлеме, йышăнмасăр тăма пулать-и?
— Паллах, нумай ачаллă çемье тĕрлĕ сăлтава пула хăйне килĕшмен çĕр лаптăкне харпăрлăх правине çирĕплетнĕ пулсан та, илмессе, йышăнмасса пултарать. Çакăн валли тивĕçлĕ заявлени анчах çырмалла. Ку лару-тăрура вара çемье черет сиктерет. Виçĕ хутчен çĕр лаптăкне хирĕçлекене учетран пачах кăлараççĕ. Каярахпа вĕсем тепĕр хутчен çĕр лаптăкĕ уйăрса пама ыйтса çырма пултараççĕ.
Çакăн пек телейлĕ çемьесенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Карасевсем. Вĕсем виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă, тенĕрен, йышлă çемье тахçанах çурт хăпартма шухăшланă. Акă, майĕ те тупăннă, çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕрех тивĕçтернĕ. Ун хыççăн пуçланнă хĕрÿ ĕç вăхăчĕ.
«Çурт никĕсне яма, çурта хăпартма тăвансем, юлташсем нумай пулăшрĕç», — тет кил хуçи Дмитрий Евгеньевич. Çавăнпах Карасевсем ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килнишĕн савăнаççĕ, кашни кунах хавхаланса ĕçлеççĕ. Çĕнĕ кил-çуртра пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Вĕсен икĕ хутлă çурчĕ аякранах курăнса ларать. Ыттисенчен хăйне евĕрлĕрех вăл, проектне кил хуçи хăй шутланă та мăшăрне паллашма сĕннĕ. Пĕр-пĕринпе канашласа, сÿтсе явнă хыççăн проекта çемье канашĕнче йышăннă.
2012 çулта çĕр лаптăкне уйăрса панă хыççăн, никĕсне ярса хăварнă, кăçал икĕ хутне хăпартнă, çивиттине витеççĕ.
«Хăпартса лартнă çуртра кулленнех мăшăрпа иксĕмĕр тăрăшатпăр, атте те кунтах », — тет кил хуçи.
— Укçи-тенки çитсен малашне шалти ĕçсене пурнăçлама тытăнăпăр. Сывлăх пулсан — пурте пулать, — тет калаçăва хутшăнса Светлана Владимировна.
Çĕнĕ çуртра килен-каян хăнасем валли те вырăн çитет. Кашни тĕпренчĕке хăйне уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Пÿрте хăвăртрах туса пĕтерес ĕмĕтпе тăрăшаççĕ вĕсем.
— Ачасем маттур, хамăр та пулăшас тетпĕр. Кинпе ывăл шăкăл-шăкăл калаçса ĕçленине курсан чун савăнать, — тет Дмитрийĕн ашшĕ, Евгений Геннадьевич.
Паянхи кун çурт çĕклеме çав тери йывăр. Мулсăр ĕçе пуçăнаймăн. Çак тупрана вĕсем чылай çул пус çумне пус хушса пухнă. Светлана Владимировна «Пилеш» ача садĕнче тăрăшать, Дмитрий Евгеньевич тĕрлĕ хуласене ĕçлеме çÿрет.
Карасевсем «Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн черете тăнă. Çавăнпа та вĕсене патшалăх пулăшу кÿрессе шанаççĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе пур ĕçе те пурнăçласа çĕнĕ çурта куçасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА. Чăваш Республикинче икĕ çул каялла виçĕ е унтан та ытларах ачаллă çемьесене уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр хăпартма, дача çурчĕ тума çĕр лаптăкне тÿлевсĕр майпа хăйсен харпăрлăхне уйăрса парасси çинчен саккун йышăннă. Асăннă саккун районта еплерех пурнăçа кĕрет-ха? Çемьесене çĕр лаптăкĕпе вăхăтра тивĕçтереççĕ-и?
«Чăваш Республикин 2011 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшÿллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан ытларах ача çитĕнтерекен районти 101 çемьене çĕр лаптăкне харпăрлăха тÿлевсĕр панă: 16-шне — уйрăм çурт-йĕр тума, 85-шне — хушма хуçалăх йĕркелеме. Паянхи куна пурĕ 135 çемьене учета илнĕ. Çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илнисенчен 94-шĕ ăна регистрациленĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районта ĕçе аван йĕркеленĕ, ял тăрăхĕсенче те чăрмав çук», — паллаштарать экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Геннадьевна Ульдина.
— Сăмахран, район центрĕнче çемьесене ăçти çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтеретĕр?
— Нумай ачаллă çемьесене «Садовая», «Солнечная», «65 лет Победы» урамсенче пурĕ 185082 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ панă. Малашне çемьесене çĕнĕ вырăна çĕр уйăрса пама палăртнă, ял тăрăхĕсенче те вĕсене кирлĕ шайри участоксемпе тивĕçтереççĕ.
— Сĕнекен çĕр лаптăкĕ килĕшмесессĕн, хирĕçлеме, йышăнмасăр тăма пулать-и?
— Паллах, нумай ачаллă çемье тĕрлĕ сăлтава пула хăйне килĕшмен çĕр лаптăкне харпăрлăх правине çирĕплетнĕ пулсан та, илмессе, йышăнмасса пултарать. Çакăн валли тивĕçлĕ заявлени анчах çырмалла. Ку лару-тăрура вара çемье черет сиктерет. Виçĕ хутчен çĕр лаптăкне хирĕçлекене учетран пачах кăлараççĕ. Каярахпа вĕсем тепĕр хутчен çĕр лаптăкĕ уйăрса пама ыйтса çырма пултараççĕ.
Çакăн пек телейлĕ çемьесенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Карасевсем. Вĕсем виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă, тенĕрен, йышлă çемье тахçанах çурт хăпартма шухăшланă. Акă, майĕ те тупăннă, çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕрех тивĕçтернĕ. Ун хыççăн пуçланнă хĕрÿ ĕç вăхăчĕ.
«Çурт никĕсне яма, çурта хăпартма тăвансем, юлташсем нумай пулăшрĕç», — тет кил хуçи Дмитрий Евгеньевич. Çавăнпах Карасевсем ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килнишĕн савăнаççĕ, кашни кунах хавхаланса ĕçлеççĕ. Çĕнĕ кил-çуртра пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Вĕсен икĕ хутлă çурчĕ аякранах курăнса ларать. Ыттисенчен хăйне евĕрлĕрех вăл, проектне кил хуçи хăй шутланă та мăшăрне паллашма сĕннĕ. Пĕр-пĕринпе канашласа, сÿтсе явнă хыççăн проекта çемье канашĕнче йышăннă.
2012 çулта çĕр лаптăкне уйăрса панă хыççăн, никĕсне ярса хăварнă, кăçал икĕ хутне хăпартнă, çивиттине витеççĕ.
«Хăпартса лартнă çуртра кулленнех мăшăрпа иксĕмĕр тăрăшатпăр, атте те кунтах », — тет кил хуçи.
— Укçи-тенки çитсен малашне шалти ĕçсене пурнăçлама тытăнăпăр. Сывлăх пулсан — пурте пулать, — тет калаçăва хутшăнса Светлана Владимировна.
Çĕнĕ çуртра килен-каян хăнасем валли те вырăн çитет. Кашни тĕпренчĕке хăйне уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Пÿрте хăвăртрах туса пĕтерес ĕмĕтпе тăрăшаççĕ вĕсем.
— Ачасем маттур, хамăр та пулăшас тетпĕр. Кинпе ывăл шăкăл-шăкăл калаçса ĕçленине курсан чун савăнать, — тет Дмитрийĕн ашшĕ, Евгений Геннадьевич.
Паянхи кун çурт çĕклеме çав тери йывăр. Мулсăр ĕçе пуçăнаймăн. Çак тупрана вĕсем чылай çул пус çумне пус хушса пухнă. Светлана Владимировна «Пилеш» ача садĕнче тăрăшать, Дмитрий Евгеньевич тĕрлĕ хуласене ĕçлеме çÿрет.
Карасевсем «Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн черете тăнă. Çавăнпа та вĕсене патшалăх пулăшу кÿрессе шанаççĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе пур ĕçе те пурнăçласа çĕнĕ çурта куçасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"