21 августа 2013 г.
ЧР Прокуратури саккуна пăхăнса ĕçленине çирĕп тĕрĕслет, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Шанăç тата хĕрÿ лини телефо-нĕсем ĕçлени те пысăк пулăшу кÿрет. Кунсерен вун-вун шăнкăрав йышăнаççĕ ĕçченсем.
Енчен те эсир хăвăр таврара наркотикпе усă куракансене, ăна сутакансене, наркомансем пуçтарăнакан вырăнсене пĕлетĕр пулсассăн пĕр тăхтаса тăмасăрах районти прокуратурăна хĕрÿ лини телефонĕпе 5-11-06 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Унпа пĕрлех выляв çурчĕсем ĕçленине, унта çынсем пуçтарăннине пĕлсен те 5-11-06 номерпе шăнкăравласа информацие пĕлтерĕр. Кĕсье телефонĕсемпе ЧР Прокуратурине 8-937-013-93-41 номерпе СМС çырма та, 8(8352)39-20-12 номерпе шăнкăравлама та юрать.
Район прокуратури.
Источник: "Каçал Ен"