21 августа 2013 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ «Ĕç паракан — тÿлекенĕн харпăр хăй кабинечĕ» электрон сервиса хута янă. Унпа килĕшÿллĕн ĕç паракансем pfr.cbx.ru сайтра харпăр хăй кабинетне кĕрсе медицинăпа пенси страхованийĕн тÿлевĕсем пирки тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ. Унпа пĕрлех унти реестрпа алăри тÿлевсене те танлаштарма май пур. Взноссене тÿлес тесен поручени те çăмăллăнах илме пулать. Ĕç паракансем кашни кварталта тăвакан отчета тĕрĕслеме те сервисра майсем пăхса хунă.
Электрон пулăшупа, харпăр хăй кабинечĕпе усă курас текенсен РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне килсе пароль илмелле.
Электрон сервис хута кайни уйăх çеç çитрĕ пулин те, харпăр хăй кабинечĕпе Чăваш Енри 950 предприниматель усă курать. Пирĕн районти ĕç паракансем те ăна хапăлласах йышăнасса шанатпăр.
РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕ.
Источник: "Каçал Ен"