АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă

17 августа 2013 г.

Районти культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансем çулсеренех вырма вăхăтĕнче агитбригадăпа çула тухаççĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче тăрăшакансене концерт программипе савăнтараççĕ.

Акă, августăн 12—15-мĕшĕсенче агитбригада районти пур хуçалăхра та пулса ĕçченсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Чи малтанах вĕсем «Слава» ЯХПКра, «Искра» колхозра пулчĕç. Лариса Носова, Владимир Павлов, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Валентина Тимофеева концерт программине ял çыннисен кăмăлне каймалла йĕркеленĕ. Шÿтсемпе юрăсем те чылай репертуарта. Куракансем «Юрлăр кăна, юрлăр», «Хытăрах юратмалла», «Тух-ха урама, савни» юрăсене хапăлласах йышăнчĕç.

Артистсем «Востокра», «Дружбăра», «Лучра», «Рассветра» тата ытти ял хуçалăх кооперативĕсенче те пулнă.

— Ĕçченсене хавхалантарас, кĕске вăхăтлăха та пулин кантарас тесех çула тухатпăр. Пур çĕрте те пире хапăлласах йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса тав турĕç, — пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ Валентина Тимофеева.

А.АНТОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика