АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăрăва пăрахăçланă

17 августа 2013 г.

М.Игнатьевăн хушăвĕпе августăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин районĕсенчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçланă. Çакă ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама çут çанталăк условийĕсем аванланнипе çыхăннă. Июлĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче сулхăнрах, çумăрлă кунсем тăчĕç. Çав тапхăрта 1,5-рен пуçласа 3,5 норма чухлĕ çумăр çунă.

Аса илтеретпĕр, çанталăк типĕ те шăрăх тăнипе Чăваш Енре июлĕн 20-мĕшĕнчен 21 районта та чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнĕччĕ. Пĕтĕм муниципаллă пĕрлĕхре шăрăх çанталăк ял хуçалăх культурисене кÿнĕ тăкаксене палăртма оперативлă штабсем туса хунăччĕ. Малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх, 13 районти (Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Елчĕк) ял хуçалăх таварĕ кăларакан 245 предприяти шар курнă. 36,5 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисем типсе ларнă, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем — 27,9 пин, çĕр улми — 1875, пахча çимĕç — 231, техникăлла культурăсем — 1929, выльăх апачлĕх ÿстернисем — 4,6 пин гектар. Пĕтĕмĕшле республикăри хуçалăхсене типĕ çанталăк 362,95 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, вĕсем 989,9 млн тенкĕлĕх тухăç илеймĕç.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсенче 4300 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн 16 проценчĕ, çинчи культурăсем пĕтнĕ. Типĕ çанталăк пурĕ 88 млн тенкĕлĕх тăкак кăтартнă.

ЧР Ял хуçалăх министерстви Раççей Ял хуçалăх министерствине чрезвычайлă лару-тăрăва пулнă тăкаксене укçан саплаштарма ыйтса смета тăратнă.

Л.ШУРЯШКИНА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика