АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă

14 августа 2013 г.

Тунти кун, августăн 12-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев право йĕркине пăсакансемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ канашлăвне ирттернĕ. Унта комисси членĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Канашлура тĕрмерен ларса тухнă граждансене тимлĕх уйăрас тата вĕсене сăнаса тăрас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Паянхи куна районти шалти ĕçсен пайĕнче çакăн пек пилĕк çынна тĕрĕслесе тăраççĕ.

Çавăн пекех çул çитмен ачасемпе çамрăксене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва та пăхса тухнă. Паянхи куна районти тĕрлĕ предприяти-организацисемпе 49 килĕшÿ çырнă, 400 ĕç вырăнĕ тупса панă, 388 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă, пĕчĕк тупăшлă, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасене чи малтан ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Ачасем «Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ», «Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ» АХОсенче, «Кооператор» ОООра, «Асаново», «Слава», «Труд», «Луч» ЯХПКсенче, «Искра» колхозра, райпора тăрăшаççĕ.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика