АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ ларăва пуçтарăннă

14 августа 2013 г.

Нумаях пулмасть çул çитменннисен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕн çумĕ Александр Кандасов та хутшăннă.

Ларура административлă йĕркене пăсни çинчен калакан 8 ĕçе пăхса тухнă. Граждансене тата çул çитменнисене 5100 тенкĕлĕх 3 штраф панă, 3 асăрхаттару çырнă, 1 ĕçе административлă майпа явап тыттарассин вăхăчĕ иртнине кура чарса лартнă, 1 ĕçе малалла тĕпчеме янă.

Çавăн пекех Канашри педагогика колледжĕн дирекцийĕн студента вĕренÿ учрежденийĕнчен кăларса ярасси çинчен калакан ходатайствине пăхса тухса ыйтнине тивĕçтернĕ. Ашшĕ-амăшне çул çитменскере пĕр уйăх тăршшĕнче ĕçе вырнаçтарма е урăх çĕре вĕренме яма сĕннĕ.

Федераллă следстви комитечĕн наркотĕрĕслев управленийĕн Канашри уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Руслан Николаев наркăмăшлă япаласен çĕнĕ тĕсĕсем çинчен каласа панă. Вĕсем халăх хушшинче сарăласран асăрханмаллине çирĕплетнĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика