АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче форма кирлĕ е çук?

10 августа 2013 г.

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитĕ. РФ Президенчĕ В.В.Путин çуркуннех шкул форми пирки сăмах хускатнăччĕ, Вĕренÿ министерствинче те шкул формине кĕртесси çинчен ятарлă саккунсем хатĕрлерĕç. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне форма кашни шкултах пулмалла. Паллах, çак ыйту ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене те кăсăклантарать. Çын йышлă пухăнакан вырăнсенче шкул формипе çыхăннă калаçусем час-часах илтме пулать. Хамăр район çыннисене те çак ыйтăвах патăм. Мĕн шутлаççĕ-ха вĕсем шкул форми пирки?

Наташа, 7-мĕш класс: Шкул формипе ачасем питĕ хитре, тирпейлĕ курăнаççĕ. Çавăнпа та вăл кирлех тесе шутлатăп.

Саша, 10-мĕш класс: Кирлĕ мар, мĕншĕн тесен унпа хама аван мар туятăп. Мана ытларах ирĕклĕ тум килĕшет.

Ксюша, 11-мĕш класс: Пурин те пĕр пек форма кирлех. Вăл дисциплинăна çирĕплетет, пурте пĕр тан пулаççĕ. Ирхине те: «Паян мĕн тăхăнмалла-ши?» — тесе пуç ватмалла мар.

Айгель, 8-мĕш класс: Çук, кирлĕ мар. Кашни кун пуринпе те пĕр евĕр тăхăнса çÿрес килмест.

Данир, 9-мĕш класс: Шкул форми кирлех. Пирĕн шкулта малтан та формăпа çÿренĕ. Пурте пĕр пек тăхăнсан айккинчен те питĕ хитре курăнать.

Елена Леонидовна, 3 ача амăшĕ: Форма тĕрлĕ çемьери ачасене (пуян-и, чухăнрах-и) пĕр пек курăнма май туса парать. Паян хĕрсем питĕ кĕске юбкăсемпе, майкăсемпе, тăвăр джинс шăлаварсемпе çÿреççĕ — ку пĕрре те килĕшÿллĕ мар.

Ирина Николаевна, Николай Васильевич, вĕрентекенсем: Паллах, кирлĕ. Шкул формин паха енĕсем чылай. Вăл дисциплинăна çирĕплетме пулăшать, класри ачасене пĕр ушкăна пĕрлештерет, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарать. Хăшĕсене форма çемье бюджетне перекетлеме те май парать. Ăна тăхăнма пуçласан пуянрах çынсен ачисем чухăнраххисенчен кулма пăрахнă пулĕччĕç.

Çапла вара, ыйтăма хутшăннă çынсенчен ытларахăшĕ — шкул формишĕн. Апла пулсан, шкул форми кирлех, шкул форми пулатех.

О.КОПТАШКИНА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика