07 августа 2013 г.
Иртнĕ эрнере Комсомольски район администрацийĕн пысăк залĕнче черетлĕ канашлу иртрĕ. Унта районти прокуратурăн, налук инспекцийĕн, РФ Пенси фончĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç, ĕç паракансем ĕçченсене мĕнлерех шалу тÿленине сÿтсе яврĕç.
Тĕслĕхрен, районти «Елочка» (ертÿçи В.Н.Казакова), «Хыял» (ертÿçи Г.Н.Низамова), «Ялкын» (ертÿçи Л.М.Камалюков) ОООсенче ĕçченсене ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕнчен те сахалрах тÿлеççĕ. Комисси шалу шайне ÿстерме йышăну кăларнă.
Комисси çакăн пек канашлу кашни уйăхрах йĕркелет. Унта палăртнă ĕç укçин пĕчĕк виçинчен те сахалрах (МРОТ) е «конвертпа» тÿлекен организацисене пуçтараççĕ.
Аса илтеретпĕр, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче «конвертпа» тÿлекен тĕслĕхсем пирки пĕлтерме шанăç телефонĕ ĕçлет, 8 сехетпе 17 сехетчен 5-12-82 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Сире пĕлме! Енчен те эсир ĕç укçине паян «конвертпа» илетĕр пулсассăн, вăхăтлăх ĕçлемен тапхăршăн паракан, йывăр çынсене, ача пăхакансене, çуратакансене, каннăшăн тивĕçекен пособисене сире пĕтĕмпех тÿлемеççĕ. Унпа пĕрлех çакă сирĕн пулас пенси çине те пысăк витĕм кÿрет.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.
Источник: "Каçал Ен"