07 августа 2013 г.
Иртнĕ кунсенче районти тĕп больница ĕçлеме пуçланăранпа 75 çул çитрĕ. Августăн 2-мĕшĕнче вара çак юбилее райцентрти культурăпа кану центрĕнче анлăн паллă турĕç. Унта чĕннĕ хăнасем, сиплев учрежденийĕнче ĕçлекенсем, медицина ветеранĕсем те хутшăнчĕç.
Уява Комсомольски район больницин тĕп врачĕ Валентина Озерова сыватмăшăн историне аса илнипе уçрĕ. Райбольницăн кун-çулĕ Шурутри земство больници хута кайнă кунран, 1908 çултан, пуçланать. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенче пурăнакансене йышăннă, сывлăхне сипленĕ. Больницăра 90 вырăнлă стационар пулнă, хирурги, терапи, гинекологи уйрăмĕсем ĕçленĕ. Хирурги операцийĕсем тунă, трахомăпа тифран тата ытти чир-чĕртен сыватнă. 1952 çулта, Аслă Арапуçĕнче район больници уçăлсан, Шурутрине участок больници шайне хăварнă. 1956 çулта республика пĕлтерĕшлĕ туберкулез уйрăмĕ уçăлнă, ăна Мария Александровна Сретенская ертсе пынă. 1956 çултан стационар койкисене 50 таран чакарнă.
Комсомольскинче вара район больници темиçе уйрăм çуртра вырнаçнă пулнă. 1984 çулта виçĕ хутлă сиплев корпусĕ хута кайнă. 75 çул хушшинче больница фельдшер пунктĕнчен пуçласа нумай профильлĕ, аталанакан сиплев учрежденийĕ таран утса тухнă. Тĕп поликлиникăсăр пуçне ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн 6 офисĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем, «Васкавлă пулăшу» бригадисем районта пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Кунта çынсене сертификатлă 51 врач, вăтам тата кĕçĕн медицина персоналĕ сиплеççĕ, администраципе хуçалăх аппарачĕн ĕçченĕсем тирпейлĕхпе йĕркешĕн тăрăшаççĕ.
Район больницин ĕçченĕсене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Ефимова юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене министерствăн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев, «Чувашия-Мед» страхлакан компанин, медицина ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн представителĕсем, районти организацисемпе предприятисен ертÿçисем саламларĕç. Паллах, салам сăмахĕсенче пурнăçа тăсакансене, сывлăха упракансене, йывăр чухне пулăшакансене ăшă тав сăмахĕсем каларĕç, чĕрĕ чечексем парнелерĕç.
Медицина ĕçченĕсене уяв ячĕпе «Кубняночка» халăх ансамблĕ, Валентина Лазарева, Елизавета Ченакина тата Зарина янравлă та чуна пырса тивекен юрăсемпе савăнтарчĕç. Ачасен искусство шкулĕн «Островок» хореографи ушкăнĕ те илемлĕ ташăсем парнелерĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"