03 августа 2013 г.
Чăваш Енре пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕсемпе электрон мелпе усă курмаллине пĕлеççĕ тесе çирĕплетет Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви мини-ыйтăма пĕтĕмлетнĕ май. Июлĕн 8-мĕшĕнче старт илнĕ ыйтăма хутшăннисем патшалăх пулăшăвне тĕрлĕ енлĕ хакланă.
Сасăлава хутшăннисен 93 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илме пулни пирки пĕлет, 7 проценчĕ ун пирки пĕрремĕш хут илтет. 28 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕпе пĕрлехи портал урлă усă курнă. Респондентсен 65 проценчĕ электрон мелпе мĕнле усă курмаллине пачах пĕлмест.
Сасăлава хутшăннисен 68 проценчĕ Чăваш Енре электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет мĕнле пулăшусем панине пĕлет пулсассăн, 17 проценчĕ кун пирки пĕлмест, 15 проценчĕ ыйту çине хуравлама иккĕленнĕ.
Палăртмалла, Чăваш Республикинче пурăнакансен патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче регионти, патшалăхăн тата муниципалитетăн 69 пулăшăвĕпе электрон мелпе усă курма май пур. Ăна пурнăçлама патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле.
Чăваш Енре пурăнакансем электрон мелпе усă курса пулăшу илес енĕпе çулталăк тăршшĕпе пурĕ 45000 ыйту çырнă.
Информаци политикин тата массăллă информаци хатĕрĕсен министерстви
Источник: "Каçал Ен"