31 июля 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун Хĕрлĕ Чутай районĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăхĕнче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт XII спартакиадин çуллахи тапхăрĕ иртнĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ, шалти политикăн управлени начальникĕ Юрий Васильев, физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Хĕрлĕ Чутай район Администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков саламланă, ăнăçу суннă.
Пирĕн район администрацийĕн команди те канат туртас енĕпе, Патăрьелсене выляса ярса, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Источник: "Каçал Ен"