АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрози çĕрĕн пулăхлăхне пĕтерет

27 июля 2013 г.

Çĕрĕн çиелти сийĕ чĕр чунсен, хурт-кăпшанкăсен, ÿсен-тăрансен çĕрĕшнĕ юлашкисемпе, тĕрлĕ бактерисемпе пуян. Вăл пулăхлăхпа уйрăлса тăрать. Çак сий мĕн чухлĕ хулăнрах, ун çинче тĕрлĕ культурăсем çавăн чухлĕ лайăхрах çитĕнеççĕ, тухăç савăнтарать. Анчах чылай çĕрте çĕрнĕ тăпран çак сийĕ çÿхелсе пыни паллă. Кун пеккине пирĕн районта çеç мар, республикипех асăрхама пулать.

Çĕрĕн çиелти сийĕ çиле е шыва пула çийĕннине эрози тесе калаççĕ. Пирĕн районта çил эрозийĕ питех тĕл пулмасть, шыв вара чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Çĕрĕн çиелти сийĕ çийĕнни уйрăмах ял хуçалăхне пысăк сиен кÿрет: тăпран пулăхлăхне чакарать, çур акине ирттерессине йывăрлатать, ял хуçалăх культурисем япăх çитĕнеççĕ, тухăç чакать. Çырмасем сарăлнине кура усă куракан çĕрĕн лаптăкĕ те майĕпен пĕчĕкленсе пырать.

Çавна май кашни хуçалăхрах эрозипе кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрма тивĕç. Чи малтанах, паллах, çĕрпе мĕнле усă курни пĕлтерĕшлĕ. Акă, сăмахран, çĕр участокĕ пĕр еннелле 3 градусран ытларах кĕтеспе анса пырать пулсан, ăна сухаланă чухне ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Çурхи шывсем пулăхлă сие юхтарса антарасран урлă майлă сухаламалла, кун пек суха кассисем тăрăх шыв юхаймĕ. Ял хуçалăх культурисене акнă чухне те хăйне май йĕркене тĕпе хумалла.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче эрози ыйтăвĕ çине районта та, республикăра та хальхинчен чылай ытларах тимлĕх уйăрнă. Тайлăк, çĕрĕн çиелти сийĕ çийĕнес хăрушлăх пур вырăнсенче нумай çул ÿсекен курăксем акнă. Вĕсен тымарĕсем тăпрана пĕрлештерсе тăраççĕ, шыв юххин хăвăртлăхне чакараççĕ. Тĕш-тырă культурисем вара эрозие чарса тăраймаççĕ. Çуркуннехи вăхăтра ытларах юр тытса юлас тĕллевлĕ ятарлă мероприятисем ирттернĕ. Ишĕлсе пыракан çырма пуçĕсем хĕррине çатан картасем тытнă, дамбăсем купаланă, тĕмсемпе йывăçсем лартнă. Ун чухне «Знамя» колхозра çак ĕç уйрăмах ăнăçлă пулса пыратчĕ. Пулăхлă сие сыхласа хăварас, çырмасем сарăлса пынипе кĕрешес енĕпе М.Г.Шарафутдинов тăрăшатчĕ. Шăпах вăл ертсе пынипе чылай ĕç тунă та ĕнтĕ. Пирĕн опытпа паллашма пĕтĕм Чăваш Енрен çеç мар, Мускавран та делегацисем килетчĕç, семинарсем, канашлусем иртетчĕç. Эрози ыйтăвĕсене татса парас тесе çине тăнăшăн темиçе хутчен Дипломсене тивĕçнĕ.

80-мĕш çулсенче кирлĕ мероприятисене йĕркелеме патшалăх укçа-тенкĕ панă. Унсăр пуçне хуçалăхсем хăйсем те экологи тĕллевĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра вара эрози ыйтăвĕсем айккинче тăрса юлчĕç теме пулать. Вĕсем унчченхи пекех çивĕч, тен, тата çивĕчрех те. Апла пулин те, вĕсем çине паянхи кун кирлĕ чухлĕ тимлĕх лекмест. Çырмасем сарăлса пынине, çĕрĕн пулăхлăхĕ чакнине, çĕрĕк тăпра сийĕ çÿхелсе пынине паянхи кун та куратпăр. Анчах çак пулăмсене хирĕç тăракансем, эрозипе кĕрешекенсем сахалăн пирĕн. Темиçе çул каяллахи кăтартусем тăрăх, районти усă куракан çĕрсен 80 процентне яхăн эрозипе сиенленнĕ. Çак кăтарту çулран-çул ÿссе пырать. Унăн чи пĕлтерĕшлĕ сăлтавĕсенчен пĕри — çĕрпе кирлĕ пек усă курма пĕлменни. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, тĕп агрономсене тимлĕ пулма, айлăмлă е тайлăк вырăнсенче ĕçленĕ чухне ятарлă йĕркене пăхăнма сĕнесшĕн. Çырмасене те сарăлса каясран асăрхаса тăмалла. Ку ĕçе шкул ачисене те явăçтарма пулать, вĕсем те ишĕлекен çырансем хĕррипе йывăçсем лартма, вĕсене пăхса тăма пултараççĕ. Лартма-акма усă куракан лаптăксене, çĕрĕн пулăхлăхне пулас ăру валли те упраса хăварасчĕ.

Çĕрĕн пулăхлă сийĕ 100 çул хушшинче 1 сантиметр хулăнăш çеç ÿсет. Ăна юхтарса яма вара хăш чухне пĕрре шыв-шур юхни те çителĕклĕ.

1983 çулхи кăтартусем тăрăх, районта ишĕлсе пыракан 126 çырма пуçĕ пулнă, çырмасем 471 гектар лаптăк йышăннă, усă куракан çĕрĕн 76 проценчĕ эрозипе сиенленнĕ. Çак кăтартусем унтанпа çулсерен ÿссе пыраççĕ.

И.МИННЕТУЛЛИН. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика