27 июля 2013 г.
Сессинчен сессие студентсем хаваслă пурăнаççĕ тенине пурте сахал мар илтнĕ. Пĕрисем тус-юлташпа кинона, театра çÿреççĕ, теприсем, пушă вăхăт усăллăрах ирттĕр тесе, ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вара ĕçлекенни те, канма ĕлкĕрекенни те, ĕмĕтсене пурнăçлама тăрăшаканни те тĕл пулать. Çак пултаруллă çамрăксенчен пĕри — пирĕн ентеш, Анат Тимĕрчкасси ялĕн хĕрĕ Ирина Николаева.
Ирина 9 çул Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче ăс пухнă. Аслă Чурачăк вăтам шкулне кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Уявсене хатĕрленмелле е пĕр-пĕр сценари шутласа кăлармалла — Ирина пуçĕнче ялан çĕр тĕрлĕ шухăш, самантрах мĕн те пулин çĕнни сĕнме пултарнă. Спорта, уйрăмах çăмăл атлетикăна тата волейбол вăййине кăмăлласси те шкул çулĕсенченех пырать. Районти ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă вăл.
Халĕ Ирина — И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕ. Çамрăк хĕр икĕ хутчен Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçлĕ пулнă. Университет пурнăçне хастар хутшăнать, тĕрлĕ мероприятисенче хитре юрă шăрантарать.
Нумай пулмасть Ирина Дагестан Республикинче пулса курчĕ. Кашни çулах ЧППУн хăй тытăмлăхĕ студентсен деканачĕсем хушшинче «Ман команда» конкурс ирттерет. Кăçал историпе филологи факультечĕн студентсен деканачĕ çак конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă, вĕсене Дагестан Республикинче иртекен «Халăх туслăхĕ» форума кайса курма чыс пулнă. Çак форум кашни çулах иртет. Ăна çамрăксене туслаштарас, вĕсене кавказ халăхĕсен культурипе, пурнăçĕпе паллаштарас шутпа йĕркелеççĕ. «Халăх туслăхĕ» кашни кун тĕрлĕ енлĕхпе палăрнă. Студентсем Дагестан пурнăçĕпе паллашнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă, чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă. Чăваш Республикине грамотăсемпе, савăк кăмăлпа таврăннă.
Кирек хăш çын та çутă ĕмĕтсемпе пурăнать, вĕсене хуллен пурнăçа кĕртме тăрăшать. Анчах хăш чухне тĕрлĕ сăлтава пула ĕмĕтсене пурнăçласси йывăр. Çапах та çын хытă ĕмĕтленет пулсассăн, унăн пурте пулĕ. Ирина та майĕпен хăйĕн тĕллевне пурнăçлама тăрăшать. Мĕн ачаран вăл журналист пулма ĕмĕтленнĕ — халĕ вара «Чăваш Ен» наци радионе ĕçлеме вырнаçнă. «Пĕччен мар» кăларăмри «Ман шутăмпа» рубрикăна ертсе пыма пуçлани Иринăна радио тĕнчипе туслаштарнă.
Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех Ирина юрлама юратнă. Шкулти уявсенче юрлама, ташлама, вăрăм сăвă вулама та чи малтан ăна суйласа илнĕ. Паянхи кун та вăл чăваш юрри-ташшине савать, чăваш эстрада юрăçи Надежда Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ушкăнра юрлать. Трактор тăвакансен культура керменĕнче çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Эмине» ушкăнăн концертĕнче Ирина пурне те курма хавас.
Çитĕнÿсене тума Иринăна ашшĕ-амăшĕ çумра пулни вăй-хăват кÿрет, юлташĕсем хăпартлантараççĕ. Малашне те çавăн пек пурăнасса шанать çамрăк хĕр. Эпир те Иринăна телей пусми тăрăх пĕр картлашка сиктермесĕр хăпарма сунатпăр.
М.НИКИФОРОВА.
Источник: "Каçал Ен"