АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательство аталанать

27 июля 2013 г.

Район администрацийĕн экономика, харпăрлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх, районта июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак тата вăтам предпринимательствăн 132 субъектне регистрациленĕ. Вак тата вăтам предпринимательствăра ĕçлекенсен шучĕ 1866 çынпа танлашнă (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 97,4 процент). Çав шутра— 507 уйрăм предприниматель.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта предпринимательствăн çак пайĕсенче ĕçлекенсем 558,7 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă, пулăшу кÿнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан — 153,1 процент. Районти вак предприятисенчи вăтам ĕç укçи 9230 тенкĕпе танлашнă.

Январь—июнь уйăхĕсенче вак предпринимательствăн 3 субъектне тÿлевсĕр майпа бизнес-план çырма ходатайствăсем панă, 12 предпринимателе информаципе консультаци енĕпе пулăшу кÿнĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ваккăн сутă тăвакан 2 объекта уçнă, пĕрне реконструкциленĕ. Вĕсенче 2 ĕç вырăнĕ тунă. Инвестицисен калăпăшĕ 810 пин тенкĕпе танлашнă. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика