24 июля 2013 г.
Универсаллă электрон карттăна илес текенсенчен республикăра 2 пин ытла заявлени йышăннă. 800 ытла çын карттăна илнĕ те ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра заявленисем йышăнакан тата карттăсене паракан 8 пункт ĕçлет. Шупашкарта Информаципе аналитика медицина центрĕнче, Перекет банкĕн 2 уйрăмĕнче тата Мускав районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче УЭК илме заявлени çырма пулать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен ку ыйтупа социаллă хÿтлĕх пайне тата Советская урамри 7-мĕш çуртра вырнаçнă Перекет банкĕн уйрăмне пымалла. Канаш тата Улатăр хулисенче заявленисене социаллă хÿтлĕх пайĕнче йышăнаççĕ.
Заявлени парас текенсен паспорт, СНИЛС тата обязательнăй медицина страхлавĕн полисне илсе пымалла. Карттăна 20 ĕç кунĕ тăршшĕнче хатĕрлесе параççĕ.
УЭК çинче хальлĕхе 2 федераллă (идентификаци тата банк) тата 1 регионаллă хушăм (транспорт) ĕçлет. Карттă çинче СНИЛСăн тата страхлав полисĕн номерĕсем пур. Çавăн пекех ун çине документсене электрон мелпе алă пусма тата электрон пулăшусемпе усă курма май паракан тытăм хушма пулать.
УЭК илессипе çыхăннă ыйтусемпе 8(8352)32-01-00 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"