АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон мелпе

24 июля 2013 г.

Хальхи вăхăтра электрон мелпе усă курса патшалăх пурлăхне тара илме те пулать.

ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнă-вĕсен министерствинче çакăн пек май пур тесе пĕлтерчĕç — «Республика пурлăхне тара парасси» пулăшу тĕсĕпе шăпах вăл тивĕçтерет.

Куçман пурлăхпа çĕр лаптăкĕсене тара панин тата управленийĕн тупăшĕсен, вĕсемпе кусă курнине тĕрĕслекен уйрăм пуçлăхĕ Валентина Николаева каланă тăрăх — пулăшăвăн çак тĕсĕпе элекрон мелпе усă курмашкăн йывăрах мар. Чи малтан Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче www.gosuslugi.ru адреспа регистрациленмелле, урăхла каласан унта харпăр хăй кабинетне уçмала. Çак кабинетра «Республика пурлăхне тара парасси» пулăшу тĕсне суйласа илмелле, заявкăсен уйрăмĕнчи унăн пĕтĕм формине çырса тултармалла. Çав вăхăтрах кирлĕ документсен электрон копийĕсене те çирĕплетмелле. Çакăн хыççăн «Заявлени парасси» кнопкăна пусмалла. Система çынна заявка ЧР Пурлăх министерствине ăнăçлă кайнине е формăсене тултарнă чухне тунă йăнăшсем пирки систерет. Юлашкинчен асăннă тĕслĕхре хăвăр вырнаçтарнă информаци тĕрĕслĕхне тĕплĕн тĕрĕслемелле те заявкăна тепĕр хут ямалла.

ЧР Пурлăх минстерствин пресс-секретарĕ Татьяна Андреева пĕлтернĕ тăрăх — Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çавăн пекех «Республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тара парасси», «Кадастр инженерĕсен квалификаци требованийĕсене тивĕçтерни аттестацине ирттерес ĕçе йĕркелесси, çав шутра кадастр инженерĕсен квалификаци аттестачĕсене парасси», «Çĕр лаптăкĕсем кадастр планĕнче вырнаçнин схемисен килĕшÿлĕхĕ пирки калакан документсене парасси тата ыйтусене йышăнасси» пулăшу тĕсĕсемпе усă курмашкăн заявкăсем пама пулать. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика