АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн спортсменсем Универсиадăра ăнăçлă тупăшнă

20 июля 2013 г.

Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада вĕçленнĕ. Унта пирĕн çĕр-шыв команди чи нумай медаль çĕнсе илсе пĕрремĕш вырăна тухнă. Раççей чысне ăмăртусенче 7 чăваш спортсменки хÿтĕленĕ. Вĕсем пурĕ 9 медале — 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 бронза — тивĕçнĕ.

Универсиадăн çăмăл атлетика турнирĕнче Алина Прокопьева уйрăмах палăрнă. Вăл команда пухмачне 3 кĕмĕл медальпе пуянлатнă. 10 пин метра чупассинче Япони хĕрĕсемпе пынă çивĕч тупăшура Алина финиша иккĕмĕш çитме пултарнă. Тепĕр темиçе кунран вăл çурма марафонра ăсталăхне кăтартнă, уйрăм тата командăсен тупăшăвĕнче кĕмĕл медальсен хуçи пулса тăнă. Спортсменкăна ăмăртăва хатĕрленĕ РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов палăртнă тăрăх, Алина Универсиадăра хăйĕн спортри пуласлăхĕ пысăккине кăтартса панă. 2016 çулта вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ олимп командинче пуласса шанăç пур. Чăваш Енĕн тепĕр пики Наталья Пучкова 10 пин метра чупса финиша пиллĕкмĕш çитнĕ.

20 çухрăма хăвăрт утассипе Ирина Юманова савăнтарнă. Универсиадăри кĕмĕл медаль — уншăн питĕ пысăк çитĕнÿ. Шел пулин те, Вера Соколовăна финиша çитме 3 çухрăм çеç юлсан дисквалификациленĕ. Апла пулин те, команда зачечĕпе вĕсем ылтăн медальсене тивĕçнĕ.

Кристина Савицкая 7 енлĕ тупăшура пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Призерсен шутне кĕреймен пулсан та хĕр пуçне усмасть. Вăл Мускавра иртекен тĕнче чемпионатĕнче пултарулăхне кăтартма хатĕрленет.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей чемпионки ята тивĕçнĕ Екатерина Краснова 51 килограмран пĕчĕкрех виçеллисем хушшинче бронза призер пулса тăнă.

Сĕтел çи теннисĕнче Чăваш Енĕн тепĕр спортсменки Антонина Савельева палăрнă. Вăл икĕ хутчен — хĕрсем хушшинчи команда турнирĕнче тата мăшăрлă хутăш турнирта — бронза медале тивĕçнĕ.

ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх, Универсиадăна каякансем умне иртнĕ Универсиадăринчен япăхрах мар кăтартусем тума тĕллев лартнă. 2011 çулхи ăмăртусенчен Чăваш Ен спортсменĕсем 6 медальпе таврăннăччĕ. Çапла вара кăçалхи кăтартусемпе савăнмалăх пур.

Универсиадăн программи çулсерен улшăнса пырать. Çавна май пирĕн спортсменсем медаль илессе шанма пулакан хăш-пĕр спорт тĕсĕсем кăçалхи программăра пулман. Тĕслĕхрен, велоспорт-маунтинбайкпа икĕ çул каялла пирĕн Ксения Кириллова çĕнтернĕччĕ. Кăçал та вăл çитĕнÿсем тума пултарĕччĕ, тен.

«Медальсем илнинче тренерсен тÿпи пысăк. Çавна май вĕсене чĕререн тав тăвас килет. Çавăн пекех спорт шкулĕсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисене, унта ĕçлекенсене, спортсменсен ашшĕ-амăшне, çывăх çыннисене тав сăмахĕ калатăп. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи Универсиадăра пирĕн спортсменсем ăнăçлă тупăшнă тесе шутлатăп», — уçнă шухăшне Сергей Мельников. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика