АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăм ирттереççĕ

20 июля 2013 г.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин сайтĕнче мини-ыйтăм иртет. Ăна республикăра пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илме пулнине пĕлнипе-пĕлменнине, çак мелпе усă куракансем пуррине тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ. Ыйтăм июлĕн 28-мĕшĕччен пырать. Хальлĕхе унăн кăтартăвĕсем çапларах. 93 процент патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илме пулни çинчен пĕлет. Пĕлменнисен е çакăн çинчен пĕрремĕш хут илтекенсен йышĕ 7 процентпа танлашать.

Сасăлава хутшăннисенчен кашни виççĕмĕшĕ (29 процент) çак мелпе пулăшу илсе курнă та ĕнтĕ. Электрон пулăшусемпе хальлĕхе усă курманнисем — 66 процент. Малашне те пулăшусене патшалăх структурисем тăрăх çÿресе илес текенсем — 5 процент.

Хăш пулăшусене çак мелпе илме пулнине респондентсен 70 проценчĕ пĕлет. 15 проценчĕ — пĕлмест, тепĕр 15 проценчĕ хурав пама тăхтанă.

Аса илтеретпĕр, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче хальхи вăхăтра 69 тĕрлĕ патшалăх тата муниципаллă пулăшусене илме пулать. Çакна тума порталта регистрациленмелле, код илнĕ хыççăн харпăр хăйĕн кабинетĕнче ĕçе тăсмалла.

Чи нумай пулăшу паракан — Шупашкар хула администрацийĕ (27) тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви (18). Портал урлă медицина енĕпе ĕçлеме лицензи илме, аптекăсене электрон рецептсем ярса пама, ачана кашни уйăхра паракан пособи валли хутсем хатĕрлеме, ача усрава илес текенсен черетне тăма тата ытти те тума пулать.

Çулталăк ытла ĕçленĕ хушăра gosuslugi.ru портал урлă Чăваш Енре пурăнакансем 4500 хутчен пулăшу илнĕ. Ытларах чухне çак мелпе пĕрлешесси çинчен, çын вилнине регистрацилесси çинчен заявлени çырнă, ĕç шыранă.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика