20 июля 2013 г.
Июлĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе тата судьясен корпусĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Вăл спортсменсене республика ятне çÿлте тытнăшăн тав тунă, чăваш халăхĕ яланах ĕçре те, спортра та маттур пулнине палăртнă. «Çакăн пек пысăк шайри спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерÿçĕ тата призер ятне тивĕçекенсем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Медальсемшĕн кĕрешни характера çирĕплетет, çĕнтерÿ патне ăнтăлма вĕрентет», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Çăмăл атлетикăпа Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Алина Прокопьева республика çыннисене пулăшу кÿнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ Екатерина Краснова тупăшу çинчен каласа панă, медаль илесси çăмăл маррине çирĕплетнĕ, хăйĕн малашнехи планĕсемпе паллаштарнă. Вăл сентябрьте Венгрире иртекен тĕнче чемпионатĕнче хăйĕн кăтартăвне тата та лайăхлатма тĕллев лартнă.
Михаил Игнатьев спортсменкăсене тата вĕсен тренерĕсене укçан преми илме сертификатсем парса саламланă.
Источник: "Каçал Ен"