АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Счетчиксем лартаççĕ

19 декабря 2012 г.

Чăваш Республикинче, ытти чылай регионти пекех, электричество энергине шута илекен антивандал счетчикĕсем лартасси пырать. Акă, пирĕн районта та вĕсене вырнаçтарса лартакан ушкăн ĕçлет. Шупашкарти «Энерготехнопроект-Ч» организацин 7 çынран тăракан бригади Асанкасси ялĕнче пурăнакансене çак счетчик семпе тивĕçтерес тесе тăрăшать.

«Ку счетчиксем çĕнĕ саманан ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсем мĕн чухлĕ электроэнергипе усă курнине тĕрĕслесе тăнипе çеç мар, энергие вăрласран сыхлаççĕ, ăна перекетлеме май параççĕ», — пĕлтерчĕ А. Меркулев аслă мастер.

Вăл каланă тăрăх, счетчиксемпе ятарлă программăпа, патшалăх шучĕпе тивĕçтереççĕ. Те çакă çынсемшĕн тÿлевсĕр пулнăран, хальлĕхе счетчик лартассине хирĕçлекенсем пулман, пурте çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăнаççĕ. «Антивандал ещĕкĕ тесен хăшĕсем, уйрăмах ватăсем, тĕлĕнеççĕ, мĕн-ши вăл тесе кăсăкланаççĕ. Ял çыннисене çакăн евĕр счетчиксем мĕн валли кирлине ăнлантаратпăр, ыйтусене тивĕçлĕ хурав пама тăрăшатпăр», — пĕлтерчĕç электромонтажниксем.

Чылай районти çуртсене антивандал счетчикĕсемпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Муркаш, Элĕк, Етĕрне, Çĕрпÿ тата ытти хăш-пĕр тăрăхра ку ĕçсем вĕçленнĕ. «Çывăх вăхăтрах Комсомольски районĕнче пурăнакансем те пурте çĕнĕ йышши счетчиксемлĕ пулĕç», — терĕ А.Меркулев.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика