АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕк илмесĕр чăрăш ан касăр

19 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çул çывхарса пынине кура Шăмăршă лесничествин ĕçченĕсемпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Çĕнĕ çул елкисене касассине тата турттарассине тĕрĕслеме рейдсем йĕркелеççĕ. Вĕсем чăрăшсене саккунлă майпа ăçта тата мĕнле туянма пулни çинчен, юраман çĕрте йывăç каснăшăн мĕнле яваплăх тытма тивни çинчен халăхпа калаçусем ирттереççĕ. Саккуна пăхăнмасăр йăвантарнă чăрăш е хыр йывăççишĕн граждансен 3—3,5 пин тенкĕ, должноçри çынсен — 20—30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 50—150 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Унсăр пуçне йĕркене пăсаканăн вăрман фондне тăкак кÿнĕшĕн кĕсйине 1—2,5 пин тенкĕлĕх пушатма тивĕ. Енчен те «вăрман пикине» уйрăмах упракан территорире каснă пулсан, çак сумма 3,5—5 пин тенкĕпе танлашĕ.

Йĕркене пăсакан чăрăш касса 5 пин тенкĕрен ытларах суммăлăх сиен кÿрсен, ăна уголовлă майпа явап тыттарма та пултараççĕ.

Паянхи кун, суту-илÿ йĕркисемпе килĕшÿллĕн, ятарлă аукционта çĕнтернисен çеç Çĕнĕ çул елкисем сутма ирĕк пур. Чăрăшсене ăçтан туянма пулнине пĕлес тесен, лесничествăсене çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтма пултаратăр: Шăмăршă лесничестви — 8(83546)2-35-81; Комсомольскинчи участок лесничестви — 8(83539)5-16-08; «Агролес» ООО — 8(83532) 6-10-69, 8(83532)6-25-51.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика