АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсене академинче шыраççĕ

19 декабря 2012 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна 12 кооперативра агрономсем çук, çуррийĕнче — зоотехниксем, инженерсем те çитмеççĕ. Бухгалтери ĕçне пĕлекенсем те яланах кирлĕ. Ятарлă пĕлÿллĕ кадрсем çителĕксĕрри вăл е ку отрасле каялла туртни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Ĕçлекеннисен вăтам ÿсĕмĕ те —45—55 çул. Кооперативсен председателĕсем хушшинче те пенси çулнелле çитсе пыракансем пур. Пушă вырăнсене йышăнакан, аслисен ĕçне малалла тăсакан çамрăксем сывлăш пекех кирлĕ. Пирĕн республикăра агропромышленноç валли аслă пĕлÿллĕ специалистсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ хатĕрлет. Çавăнпах иртнĕ эрнере районти хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем унти студентсемпе, хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕскерсемпе, тĕл пулма кăмăл турĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин паянхи кун район епле аталанса пынипе, аграри секторĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Тĕл пулăва хутшăннă хуçалăхсен ертÿçисем Р.М.Мансуров, В.Г.Михеев, Х.С.Идиатуллин, Ф.Г.Хайртдинов, Н.Г.Мифтахутдинов та сăмах илчĕç, мĕнле специалистсем шыранине пĕлтерчĕç. Паллах, ялти ĕç, пурнăç условийĕсем çинчен те асăнчĕç, производство практикине ирттерме хăйсем патне чĕнчĕç. Тĕл пулу кăмăллă лару-тăрура иртрĕ, студентсем ертÿçĕсене ыйтусем те пачĕç. Председательсем вара пулас специалистсемпе куçа-куçăн калаçма пултарчĕç. Çак тĕл пулура акăннă вăрлăх çимĕçне килес çулла, студентсем алла диплом илсен, паратех пуль тесе шутлатăп.

Яла ĕçлеме килекен çамрăк специалиста пурнăçа йĕркелесе яма çăмăлах мар. Тин ĕçе пуçăнакансене Раççейри хăш-пĕр регионсенче шалу çумне хушса тÿлеме бюджетран та укçа-тенкĕ уйăракансем пур. Çакăн пирки Чăваш Ен правительстви те шутласа пăхасса, кирлĕ йышăну тăвасса шанас килет. Патшалăхăн «Çамрăк специалист», «Ял çынни» тĕллевлĕ программисем те — ял ачисене ялах тавă- рас шутпа йышăннăскерсем. Асăннă программăсемпе пирĕн районта çулсерен 10 çынран кая мар патшалăх пулăшăвне илет.

КĔСКЕН. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче хальхи вăхăтра пирĕн районтан тухнă 105 студент пĕлÿ илет. Вĕсенчен тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш курссенче 23-шер çын вĕренет, виççĕмĕшĕнче — 9-ăн, иккĕмĕшĕнче — 32-ĕн, пĕрремĕшĕнче вара 18 çамрăк ăс пухать. 16 тĕрлĕ специальноçа алла илме хатĕрленеççĕ вĕсем. Бюджетлă вырăнсенче утмăл тăххăрăн, вăтăр улттăшĕ тÿлевлĕ вĕренеççĕ.

2012 çулта пирĕн районта çуралса ÿснĕ 18 студент алла диплом илнĕ. Вĕсенчен 4—5-шĕ çеç хăйсен специальноçĕпе тăван енре ĕçлет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика