19 декабря 2012 г.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă ача-пăча пособийĕсем ÿсеççĕ. Çапла вара ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи виçи 13087,61 тенкĕпе, ача çулталăк çурă тултариччен кашни уйăхра паракан пособи пĕрремĕш ачашăн — 2453,93 тенкĕпе, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 4907,85 тенкĕпе танлашĕ. Йывăр çынсем малтанхи эрнесенче медицина организацине учета тăрсан 490,79 тенкĕ илĕç. Призывпа çар службинче тăракансен ача кĕтекен арăмĕсене пĕр хутчен паракан пособи — 20725,60 тенкĕ, призывпа çар службинче тăракансен ачисене уйăхсерен паракан пособи вара 8882,40 тенкĕ пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"