19 декабря 2012 г.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Правительство çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене сыхлас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче республикăри «Чи лайăх обществăлла воспитатель» I конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта районсенчи тата хуласенчи 22 комисси пурĕ 28 ĕç тăратнă. Çак конкурсра Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Валентина Зайцева «Чун-чĕре тасалăхĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă. Вăл обществăлла воспитательте кăçал май уйăхĕнчен ĕçлет.
Валентина Германовна хăйĕн воспитанникĕпе кăна мар, унăн попечителĕпе те тăтăшах тĕл пулусем, профилактикăлла мероприятисем ирттерет. Çул çитмен ачан пурăнмалли условийĕсене те тĕрĕслет, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.
В.Зайцева — класс ертÿçи те. Вĕренекенсемпе диспутсем, викторинăсем тата ытти кану каçĕсем йĕркелет. Ачасен право ăнланăвне кăна мар, тавра курăмне те анлăлатас тĕллевпе ĕçлет.
Уроксем хыççăн пултаруллă педагог литературăпа драма кружокне ертсе пырать.
Источник: "Каçал Ен"