19 декабря 2012 г.
Раштавăн 18-мĕшĕнче Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн актовăй залĕнче видеоконференци иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин ШĔМĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Иванов ертсе пычĕ.
Видеоконференцие çавăн пекех Геннадий Кокшин, Владимир Волковпа Михаил Фролов подполковниксем, вырăнти обществăлла канашăн членĕсем Петр Лапшин, Геннадий Длинов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприятин тĕп теми — республикăри тата районсенчи обществăлла канашăн представителĕсен ĕçĕ-хĕлне сÿтсе явасси.
«Обществăлла канашăн членĕсем положенипе ыйтса çырнисем (обращенисем) çине Россия Федерацийĕн 59-мĕш №лĕ федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн хурав памаллине çирĕплетнĕ. Урăхла каласан — граждансем пулăшу ыйтнине вăхăтра татса памалла», — терĕç видеоконференцие хутшăнакансем. Мероприятире çавăн пекех шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсем, социологсем калаçрĕç, пакунлă çынсене ĕçре усă курма сĕнÿ-канашсем пачĕç.
Источник: "Каçал Ен"