АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакансен прависене хÿтĕлетпĕр

17 июля 2013 г.

Паянхи кун лавккасемпе суту-илÿ центрĕсен сентрисем çинче усă курма юрăхсăр, срокран тухнă е пăсăлнă апат-çимĕç час-часах курма пулать. Урăхла каласан, продукцин пахалăхĕ пĕчĕк. Тавар туянакансем чылай чухне усă курмалли срок, апат-çимĕçе мĕнле условисенче упрамалли çине тимлĕх уйăрмаççĕ, килĕсене çитсен çеç тавар пахалăхсăр пулнине асăрхаççĕ. Пăсăлнă апат-çимĕçе каялла тавăрнă чухне уйрăм предпринимательсем тата юридици сăпачĕсем тавара йышăнасшăн мар пулаççĕ, харкашаççĕ, «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккуна пăхăнасшăн мар.

Тавар туянакансенчен чылайăшĕ пахалăхсăр (срокĕ тухнă е пăсăлнă) продукцие туянсан, хăйĕн прависене хÿтĕлес тĕллевпе ăçта каймаллине те пĕлмест.

Нумаях пулмасть ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмне пĕр хĕрарăм хăйĕн прависене пăсни çинчен пĕлтерсе заявлени çырнă. Вăл уйрăм предпринимателĕн магазинĕнче срокĕ тухнă кăлпасси туяннă. Роспотребнадзорăн специалисчĕсем ĕçе тĕпченĕ, асăннă магазинти апат-çимĕçе тĕрĕсленĕ. Заявленире палăртнă информаци çирĕпленнĕ. Административлă тĕпчев хыççăн уйрăм предприниматель çине РФ Административлă кодексĕн 14.43 статйин 2 пайĕпе протокол çырнă, 20000 тенкĕлĕх штраф панă.

Потребительсен хăйсен прависене хÿтĕлес тесен ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмне çак адреспа пымалла: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13 çурт (2-мĕш хут). Ĕç вăхăчĕ тунти кунран кĕçнерни кунччен — 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, эрне кун — 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 45 минутчен. Хĕрÿ лини телефонĕ: 8(83532)5-03-45.

И.ПАЙМУЛЛИНА 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика