АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хĕрĕсем – малта

17 июля 2013 г.

Пĕтĕм тĕнчепе пĕрле Чăваш Ен Тутарстан тĕп хулинче — Хусанта иртекен XXVII Универсиада кăтартăвĕсемпе интересленет. Унта 163 çĕр-шывран килсе çитнĕ командăсем хушшинче Раççей команди — чи пысăк йышли. Унпа пĕрлех вăл чи маттурри. Хальлĕхе малта çирĕппĕн пырать. Пире Япони тата Китай командисем хăвалаççĕ. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне пирĕн çĕр-шыв пухмачĕнче пурĕ 254 медаль: 130 ылтăн, 67 кĕмĕл, 57 бронза. Ку çитĕнÿре, паллах, Чăваш Ен спортсменĕсен тÿпи те пур.

Универсиадăн малтанхи кунĕсенчех тĕнче спорт мастерĕ Алина Прокопьева 10 километрлă дистанцире, çурма марафонта ăмăртса кĕмĕл медальсем çĕнсе илчĕ. Наталья Пучкова финиша пиллĕкмĕш çитрĕ. 20 километра хăвăрт утса Ирина Юманова кĕмĕл медальлĕ пулчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Кристина Савицкая чăрмавлă 1000 метра чупса бронза медале тивĕçрĕ. Унтан 177 сантиметр çÿллĕшне парăнтарчĕ, 200 метра чупса тухрĕ, йĕтре тĕртрĕ. Ку тупăшусенче те ентешĕмĕр малти теçеткери вырăнсене йышăнчĕ.

Шăмат кун кавир çине ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тухнă. Шупашкар хĕрĕ Екатерина Краснова 51 килограмм виçеллисен хушшинче бронза медале тивĕçрĕ.

Чăваш Енĕн тепĕр спортсменки Антонина Савельева сĕтел çи теннисла выляса пысăк çитĕнÿпе савăнтарчĕ, икĕ бронза çĕнсе илчĕ.

Спортсменсене ăнăçу сунатпăр. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика