17 июля 2013 г.
Иртнĕ эрнере Тутарстан Республикин Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел салинче чăваш халăх юррисене пухакан паллă фольклориста Яков Задорова халалласа «Йăвашкель» ятпа республикăри пĕрремĕш фестиваль иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви, Тутарстан Республикин Культура министерстви, Çарăмсан районĕн администрацийĕ, Тутарстан Республикинчи чăваш наци культурин автономийĕ йĕркеленĕ.
Фестиваль программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнă. Унта икĕ республикăн паллă артисчĕсем, пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Районти «Кубняночка» ансамбль те куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Фестивале хутшăнса вĕсем «Чи лайăх ансамбль» номинацире Гран-прие çĕнсе илнĕ.
Источник: "Каçал Ен"