АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерекен тытăма çĕнетеççĕ

17 июля 2013 г.

Чăваш Енре халăха чрезвычайлă лару-тăрусем çинчен пĕлтерекен автоматизациленĕ регион тытăмне модернизацилеççĕ. Проекта «Ростелеком» АУОн республикăри филиалĕ хатĕрлет. ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăрусемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ унпа çакăн çинчен килĕшÿ тунă. Октябрь пуçламăшĕ тĕлне филиал сотрудникĕсен хальхи пĕлтерекен тытăмăн тулли анализне тата ăна реконструкци тумалли проекта хатĕрлесе памалла.

Проекта «2010—2020 çулсенче Чăваш Республикинче граждан оборонине аталантарасси, çут çанталăк тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе тухас хăрушлăха чакарасси тата вĕсен витĕмĕпе кĕрешесси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Пĕлтерекен тытăм республикăн кашни районĕнчех пулмалла, кирлĕ информацие халăх патне кĕске вăхăтрах çитермелле. «Ростелеком» АУОн сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх, малашне техника хатĕрĕсен тата çыхăну каналĕсен мониторингĕ талăкĕпех пулса пырĕ.

Аса илтеретпĕр, халăха чрезвычайлă лару-тăрусем çинчен пĕлтерекен автоматизациленĕ регион тытăмĕн тĕрĕслевĕ хальхи аппаратура кивелнине кăтартса панă. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев модернизацие 2015 çул тĕлне вĕçлеме хушнă.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика