13 июля 2013 г.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ Комсомоль-скинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе, район администрацийĕн ĕçченĕсемпе черетлĕ лару ирттернĕ. Тĕп ыйту — çĕрсен патшалăх мониторингне пурнăçласси.
Росреестрăн çĕр йĕркелÿ тата мониторинг уйрăмĕн начальникĕ Валентина Егорова Росреестрăн управленийĕ çĕрсен патшалăх мониторингĕ енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ĕçлени çинчен доклад туса панă. Валентина Титовна палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2013 çулта Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалласа чылай ĕç тума палăртнă. Вĕсене йĕркелессишĕн чылай чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă. Çĕрсен патшалăх мониторингне экологие халалланă çулталăкра тата та тăрăшуллăнрах ирттермелле.
Валентина Егорова районта çĕр участокĕсемпе мĕнле усă курнине пĕлес тĕллевпе ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2012—2013 çулсенче Комсомольски, Шурут, Александровка тата Элпуç ял тăрăхĕсен территорийĕнче харпăр пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тата килти хушма хуçалăх валли уйăрнă 44 çĕр участокне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 14-шĕпе усă курмаççĕ, 28-шĕпе урăх тĕллевпе усă кураççĕ.
Росреестрăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Геннадий Васильев районти çĕрсене шута илессипе çыхăннă йывăрлăхсем çинче чарăнса тăнă. Акă, пирĕн район территорийĕнче Канаш районĕн чикĕрен тухса кайнă çĕрĕсем (132 гектар), Йĕпреç районĕн территорийĕнче вара пирĕн районăн çĕрĕсем (63 гектар) пур. Çак çĕрсене шута илессине йĕркене кĕртес тесен Комсомольски, Канаш тата Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ял тăрăхĕсен представителĕсен ĕçлĕ тĕл пулу ирттермелле.
Лару ĕçне çавăн пекех район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина та хутшăннă. Вăл Чăваш Республикин 37 №-лĕ «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен чиккисене палăртасси тата вĕсене хула, ял тăрăхĕсен, муниципаллă районсен тата хула округĕсен статусне парасси» саккунне улшăнусем кĕртме документсем хатĕрлени çинчен каласа панă.
Ларăва пĕтĕмлетсе районти çĕрсене шута илессинче Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен килĕштерсе ĕçлемеллине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"