АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахпа çеç юратас марччĕ

10 июля 2013 г.

Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă, тенĕ ваттисем. Çавăнпах ачасене хÿтĕлес, тĕрĕс воспитани парас ĕç — кулленхи пурнăç ыйтăвĕ. Патшалăх та, общество та çакăн çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Çапах та çитменлĕхсем, туса çитерменнисем чылай-ха. Чăн та, юлашки вăхăтра ку енĕпе ытларах тăрăшма пуçланине куратпăр: маларах хупса хунă ача сачĕсен алăкĕсем уçăлма пуçларĕç, çĕнĕ ача сачĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ, спорт площадкисем те йышланса пыраççĕ...

Çапах та, çапах та... Çамрăк ăрăва пур енлĕн аталанма кирлĕ условисем çителĕксĕр тесшĕн. Ача сачĕсене çÿрекенсем тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ-ха: пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе иртерех паллашаççĕ, ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ кунта. Воспитательсем çĕр-шывшăн, обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Анчах садике çÿреме черет кĕтекенсем те сахал мар вĕт. Ытларах вĕсене асламăшĕсемпе кукамăшĕсем пăхса ÿстереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕç хушшинчен тенĕ пек воспитани парать. Кун пек чух ача пур енлĕн аталанаймасть. Вĕсемпе уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйăсем йĕркелесси те иккĕленÿллĕ.

Пирĕн район центрĕнче ача площадкисем питех те сахал. Райпон суту-илÿ çурчĕ çумĕнче тата паркра пур-ха вĕсем. Анчах унта аякри урамсенчен çÿрекен сахал. Сăмахран, К.Антонов тата И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонсенче ача-пăча площадкисем çук. Çуртсем çывăхĕнче ячĕшĕн тенĕ пек асфальтланă лаптăксем машинăсене лартмалли вырăнсем пулса тăчĕç. Çуртпа çурт хушшинчи çулсем (çул теме те çук-ха вĕсене) лакăм-тĕкĕмлĕ. Çумăрсем хыççăн, кĕркунне-çуркунне машинăсемпе вĕсем çинче асапланаççĕ. Шăпăрлансем çак çулсем çине велосипедсемпе тухса нушаланаççĕ. Ачасене урамра выляса ÿсме условисем çук пирки вĕсем ирĕксĕрех телевизорпа компьютер тыткăнне лекеççĕ.

Ачасен площадкисем кирлех. Патшалăхăн укçи-тенки ун валли çук пулсан, урăх майсем шырамалла.

Тепĕр енчен пăхсан, ача-пăча площадкисем тунипех ĕç-пуç лайăхланса каяс çук. Шăпăрлансемпе тĕрлĕ вăйăсем йĕркелекен, вĕсене асăрхаса тăракан та кирлĕ. Шкулта аслă классенче вĕренекенсене обществăлла майпа çак ĕçе явăçтарсан аван пулмалла.

Ачасене сăмахпа çеç юратмалла мар, вĕсене кирлĕ пек воспитани парса ÿстерме условисем туса памалла.

Р.МОИСЕЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика