АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

10 июля 2013 г.

Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени хĕлĕпе лăпкăн пурăнма май парать. Çакна тĕпе хурса районти хуçалăхсенче пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ. Пĕр çул ÿсекеннисене 477 гектар çинче çулнă, çав шутра «Искра» колхозра — 187 гектар, «Труд» ЯХПКра — 120 гектар.

Хуçалăхсенче пурĕ 6650 тонна утă хатĕрленĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Дубовка» ОООра (591 тонна), «Труд» ЯХПКра (590 тонна), «Слава» ЯХПКра (500 тонна), «Урожай» колхозра (465 тонна) тăрăшса ĕçлеççĕ. Районĕпе пурĕ 12849 тонна сенаж хывнă. Ку ĕç «Урожай» колхозра (3000 тонна), «Восток» ЯХПКра (3000 тонна) уйрăмах ăнăçлă пырать. «Луч» хуçалăхра 1000 тонна, «Родина» ОООра 500 тонна силос янтăланă.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: вырма çывхарсах пынă май хуçалăхсенчи техникăна, комбайнсене хатĕрлесе çитермелле, вĕсем патне ĕçченсене çирĕплетмелле.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика