АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командăра – 8 чăваш спортсменĕ

10 июля 2013 г.

Июлĕн 6—17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада иртет. Раççей командин йышĕнче — 8 чăваш спортсменĕ: Алина Прокопьева, Наталья Пучкова, Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова, Кристина Савицкая (пурте çăмăл атлетикăпа), Екатерина Краснова (ирĕклĕ майпа кĕрешесси) тата Антонина Савельева (сĕтел çи теннисĕ).

Чи малтанах А.Прокопьевăпа Н.Пучкова медальсемшĕн кĕрешĕве тухнă. 10000 метра чупассипе А.Прокопьева кĕмĕл медале тивĕçнĕ, Н.Пучкова финиша 5-мĕш çитнĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче спортсменкăсем çурма марафон стартне тухĕç.

Июлĕн 10-мĕшĕнче В.Соколова, М.Пандакова тата И.Юманова 20 çухрăма хăвăрт утассипе ăмăртаççĕ. Çав кунах К.Савицкая та тупăшăва хутшăнать.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем июлĕн 10-мĕшĕнче пуçланаççĕ, 6 кун пыраççĕ. Шупашкар хĕрĕ Е.Краснова 51 килограмран сахалрах виçеллисем хушшинче июлĕн 14-мĕшĕнче кавир çине тухать.

Хальхи вăхăтра çавăн пекех сĕтел çи теннисĕпе ăмăртусем иртеççĕ. А.Савельева программăн кашни тĕсĕнчех медальсемшĕн кĕрешĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика