АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăхăнман

06 июля 2013 г.

Район прокуратури районти тĕп больницăра муниципалитет ыйтăвĕсемпе заказсене вырнаçтарас енĕпе еплерех ĕçленине тĕрĕсленĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Тĕп больницăри котировка комиссийĕн членĕсем М.Горбунова медсестрапа техника уйрăмĕн начальникĕ Н.Ильдюхин «Пурнăçланă ĕçсем, тавар кÿрсе килесси, патшалăх муниципалитет пулăшăвĕсем парасси тата заказ тăвасси» çинчен калакан Федераци саккунĕн 47-мĕш статйин 4-мĕш пайне пăсса котировка заявкисене пăхса тухнă пирки протокол çырман.

Комисси председателĕ И.И.Ефремова котировка ыйтăвĕсене пăхса тухса алă пуснă. Федераллă саккунăн 44.47 стат-йин 1 тата 3-мĕш пайĕсене пăхăнса вара çак заявкăсене хирĕçлемелле пулнă.

Котировка членĕсене тĕрĕслев хыççăн РФ Административлă кодексĕн 7.30 статйин 14-мĕш пайĕпе айăпланă, 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. И.Ефремова председателе 7.30 статьян 6-мĕш пайĕпе айăпласа 13 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

В.НИКОЛАЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика