АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пособие индексацилеççĕ

06 июля 2013 г.

Ача-пăчаллă çемьесене пулăшу кÿмелли мерăсенчен пĕри вăл — патшалăх пособийĕсем тÿлесси. Вĕсене Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 46 №-лĕ «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн тÿлеççĕ. Кашни уйăхра паракан пособи шайне çулталăкра пĕрре индексацилеççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнчи 214 №-лĕ «Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсене индексацилеме индекс-дефлятор палăртасси çинчен» постановленийĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхра паракан ача пособийĕсене, ĕçсĕр йывăр çын хĕрарăмсене тата ача çуратнăшăн паракан пособисене 5,5 процент чухлĕ индексацилеççĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика