АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вырнаçма пулать

06 июля 2013 г.

«ФСК ЕЭС» АУО филиалĕ — магистраллĕ электричество сечĕсен Сочири предприятийĕ тĕрлĕ должноçа кандидатсене суйлама конкурс ирттерет. 220 кВ-лă «Черноморская» электроподстанцинче çак вакансисем пур:

— 1 категориллĕ дежурнăй инженер (вăтам ĕç укçи — 45 пин тенкĕ);

— 2 категориллĕ дежурнăй инженер (40 пин тенкĕ);

— участокăн тĕп инженерĕ (55 пин тенкĕ);

— участокăн тĕп специалисчĕ (63 пин тенкĕ).

Çавăн пекех тухса çÿрекен оперативлă бригадăна VI разрядлă электромонтер (ĕç укçи вăтамран 30 пин тенкĕ), подстанцинче ĕçлекен VI разрядлă электромонтер (30 пин тенкĕ), VI разрядлă автомобиль водителĕ (25 пин тенкĕ) кирлĕ.

Ĕçе кĕрекенсен (водительсемсĕр пуçне) пурăнмалли вырăна тара илнĕшĕн пулакан тăкакĕсене компенсацилеççĕ: пĕччен çынсене тата ачасăр çемьесене — 20 пин тенкĕ, ачаллă çемьесене — 30 пин тенкĕ.

Тĕплĕнрех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта (Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт, телефон: 5-13-79 е gorbacheva–on@sopmes.ru электрон почтăпа çырса ярса, Ç7(862)227-03-15 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Çавăн пекех вахта мелĕпе çак ĕçсене кайма пулать:

— Мускав облаçĕнче пахча çимĕç пуçтарнă çĕре (3 уйăхран кая мар) — механизаторсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем (хĕрарăмсем, ар çынсем);

— «Горьковский» агрокомбината теплицăсенче ĕçлеме (хĕрарăмсем);

— Волгоград облаçĕнчи хуçалăхсене пахча çимĕç пуçтарма;

— «Машков и компания «Красинское» ТНВна пан улми пуçтарма — механизаторсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем;

— Мускав облаçĕнчи Бронницы хулине — комплектовщиксем (ар çынсем). Ĕç укçи — 40 пинрен пуçласа.

Ĕçлес кăмăллисен паспорт, патшалăх пенси страхлавĕн свидетельстви, ИНН, медицина справки илсе пымалла. Ĕç укçи — 20 пинрен пуçласа. Пĕрремĕш ушкăн июлĕн 9-мĕшĕнче çула тухать. 5-13-79 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Г.ВОРОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика