АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен сывлăхне çирĕплетме

15 декабря 2012 г.

2012 çулта районти чылай шкул ачи çуллахи лагерьсенче хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ. Хула çумĕнчи лагерьсенче 127-ĕн, Шупашкар хулинчи «Жемчужина» санаторире 68-ăн канса вăй илчĕç. Çитес çул та ачасен сывлăхне çирĕплетме лагерьсем уçăлаççĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче январĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен «Жемчужина» санатори те ачасене хапăл туса кĕтсе илет.

Лагерьсемпе санаторисенчи вунă куна пыракан сменăра канас текенсен район администрацийĕн вĕренÿ пайне путевка илме пымалла. Шкулсенчен пĕрлехи список туса килсен аванрах. Путевка илме ачан амăшĕн паспорчĕн копине (1, 2, 5 страницăсем), ача çуралнине ĕнентерекен хутăн (е ачан паспорчĕн) копине илсе килмелле, ача хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине кăтартмалла, амăшĕн телефон номерне хăвармалла. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче (Ф.Феткуллина патĕнче) сахал тупăшлă çемьесене паракан пособие илнине е илменнине паллă тутармалла, вĕренÿ пайне А.Яковлев патне кĕрсе (администраци çурчĕ, пĕрремĕш хут, 1г кабинет) килĕшÿ çине алă пусмалла, квитанци бланкне илмелле, Перекет банкне кайса укçа (800 е 1600 тенкĕ) тÿлемелле, квитанци копине каялла кĕртсе парса путевка илмелле. Интереслентерекен ытти ыйтусемпе 5-13-05 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика