03 июля 2013 г.
Пирĕн районта хастар та пултаруллă çамрăк чылай. Вĕсенчен пĕри — Александра Чернова. Вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухать. Хĕр ача 1-мĕш класранпах пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать. Саша йывăрлăхсенчен хăрамасть, çĕннине пĕлесшĕн тăрăшать. Вăл ăспа пуян пуласшăн, тарăн пĕлÿ илме ăнтăлать, нумай кĕнеке вулать, интернетпа усă курни те ăна пысăк пулăшу парать.
«Саша пĕчĕк чухнех питĕ нумай кĕнеке вулатчĕ, ыйту хыççăн ыйту паратчĕ, таврари пур япала та ăна кăсăклантаратчĕ», — каласа парать унăн амăшĕ Марина Геннадьевна.
А.Чернова уйрăмах вырăс чĕлхипе литература тата географи предмечĕсене кăмăллать. «Тăрăшни сая каймасть», — теççĕ халăхра. Маттур хĕр ача — нумай-нумай конкурс, олимпиада çĕнтерÿçи. Вăл шкул тата район шайĕнче çеç мар, республикăра тата пĕтĕм Раççейре иртекен конкурс-олимпиадăсене те хутшăнать. Çитĕнÿсем нумай кĕттермеççĕ. Акă, сăмахран, Саша Раççей шайĕнче географи предмечĕпе йĕркеленĕ олимпиадăра — 2-мĕш вырăн, «Эрудит России» конкурсра (географи) 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Конкурссене ăна С.В.Краснова вĕрентекен хатĕрленĕ.
Александра портфолио та пуçтарать. Унта Хисеп хучĕсемпе Дипломсем тирпейлĕн упранаççĕ.
Хĕр ача вĕренÿре çеç мар, ытти енĕпе те хастар. Уроксем хыççăн вăл районти ача-пăча искусство шкулне çÿреме те вăхăт тупать.
Сăмах май, Сашăн йăмăкĕ София та (вăл 3-мĕш класс пĕтерчĕ) лайăх паллăсемпе анчах вĕренет, аппăшĕнчен пĕрре те юласшăн мар.
Амăшĕн — Марина Геннадьевнăн — мухтанмалăх та савăнмалăх пур ачисемпе.
С.КРАСНОВА.
Источник: "Каçал Ен"