АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

03 июля 2013 г.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 15 пляжпа шыва кĕмелли ятарлă вырăн ĕçленине палăртнă. Шыв объекчĕсем çинчи лару-тăрăва ЧР граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн тата Раççей МЧСĕн республикăри уйрăмĕн ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсем пысăкрах юхан шывсем хĕрринче профилактика рейчĕсем ирттереççĕ, канакансене шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илтереççĕ.

Пĕлтĕр шыв объекчĕсем çинче пурĕ 68 хутчен инкек сиксе тухнă. Вĕсенче 64 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкексен шучĕ Шупашкар, Улатăр, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Комсомольски районĕсенче ытларах. Çынсем шар курнин тĕп сăлтавĕсем: юраман çĕрте тата ÿсĕрле шыва кĕни, ашшĕ-амăшĕ ачисем шыва кĕнине асăрхаса тăманни.

Кăçал июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри шыв объекчĕсем çинче 18 хутчен инкек сиксе тухнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 13), 14 çын путса вилнĕ, 14-ăн çăлăннă. Май уйăхĕнчех çакăн пек икĕ тĕслĕх пулнă. Акă, Канаш районĕнчи Уçырма ялĕ çывăхĕнче велосипедпа ярăнакан икĕ хĕр ача шыва чăмнă. Вĕсенчен пĕри путса вилнĕ, теприне çăлма ĕлкĕрнĕ. Майăн 31-мĕшĕнче вара Мăн Çавал юхан шывĕнче юраман çĕрте аслисемсĕр шыва кĕнĕ арçын ача путса вилнĕ.

Июньте республикăри шыв объекчĕсем çинче 10 хутчен инкек пулнă (пĕлтĕрхи çак уйăхра — 8), 9 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 1-не çăлнă. Çав шутра июнĕн 24—30-мĕшĕсенче шыв çинче 6 инкек сиксе тухнă, 6 çын вилнĕ.

Çуллахи вăхăтра шыв объекчĕсем çывăхĕнче çынсем шар курасран асăрхаттарас тĕллевпе муниципаллă районсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çак ĕçсене тумалла:

— шыв объекчĕсем çывă-хĕнче массăллă кану вырăнĕсем йĕркелемелле, çăлавçăсен посчĕсене туса хумалла;

— массăллă информаци хатĕрĕсене хутшăнтарса халăх хушшинче шыв çинчи хăрушсăрлăх темипе профилактика ĕçĕсем ирттермелле;

— шывсем çинчи хăрушлăх кăларса тăратакан участоксене палăртмалла, вĕсем çывăхĕнче асăрхаттаракан тата чаракан паллăсем лартмалла;

— юраман çĕрте шыва кĕнипе кĕменнине тĕрĕслесе тăмалла.

ИНКЕК СИКСЕ ТУХАСРАН

Шыва кĕрекенсен питĕ асăрхануллă пулмалла, çак правилăсене асра тытмалла:

— шыв температури 17—19 градусран сивĕрех пулмалла мар. Малтанлăха 3—5 минут ишни те çителĕклĕ. Вăхăт иртнĕ-çем шывра 20 минут таран пулма юрать. Шăнса кайичченех ишме юрамасть, унсăрăн шăнăр туртма, çын тăн çухатма пултарать. Темиçе хутчен 15—20-шер минут кĕмелле, хушшинче, тĕслĕхрен, волейболла, бадминтонла выляма юрать;

— хĕвел çинче чылай вăхăт пулнă хыççăн шыва тÿрех сикмелле мар. Кун пек чухне чĕре тапма чарăнма пултарать;

— ÿсĕрле шыва кĕмелле мар;

— çывăхра ятарлă пляж çук пулсан, шыва асăрханса кĕмелле, майĕпен тарăнланса пыракан вырăна суйламалла, пĕлмен çĕрте шыва тÿрех сикмелле мар;

— аякка ишсе кĕмелле мар. Ывăннине туйсан, çурăм çине выртмалла, алăсемпе, урасемпе кăшт хускаткаласа тăрса канса илмелле;

— юхăм çавăрса илсен, ăна хирĕç тăмалла мар, юхăма май ишсе майĕпен çыран патнелле çывхарма тăрăшмалла;

— шыв çаврăнăшне лексен, тарăннăн сывласа илсе аялалла чăммалла, унтан айккинелле туртăнса илсе ишсе тухмалла;

— сывлăшпа хăпартнă матрассем, теттесем, машина камерисем çинче ишмелле мар. Çилпе е юхăмпа вĕсене çырантан аякка илсе кайма пултарать. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика