03 июля 2013 г.
Улатăрти Свято-Троицк мăнастирĕн чан вырăнĕ «Россия 10» проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ рейтингра Атăлçи федераллă округăн чи паллă 10 вырăнĕн шутне кĕни пирки пĕлтернĕччĕ.
Акă, июлĕн 1-мĕшĕнчен «Россия 10» конкурсăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Çак тапхăрта кашниех хăйне килĕшекен вырăнсемшĕн сасăлама пултарать, 1880 номерпе СМС ямалла. Унта объект номерне палăртмалла. Улатăрти Свято-Троицк мăнастирĕн чан вырăнĕ конкурсра 19-мĕш номерпе. 24 сехет хушшинче пĕр IP адресран тĕрлĕ объектшăн сасăлама пулать. Тĕслĕхрен 19 2 52 е 19 19 19.
Иккĕмĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсемпе 80 объектран СМС-сасăлав урлă 30 финалиста суйласа илĕç. Сентябрĕн 29-мĕшĕнче вара çĕнтерÿçĕсем паллă пулĕç. Мускав облаçĕнчи «Россия» ландшафт паркĕнче миниатюрăсенче 10 объект вырăн тупĕ.
Çĕнтерÿçĕсен йышне Улатăрти Свято-Троицк мăнастирĕн чан вырăнĕ кĕресси Чăваш Енре пурăнакансенчен те килет. Çавăнпа та СМС-сасăлава хастар хутшăнма чĕнсе каласшăн. СМС хакĕ — 4 тенкĕ.
Источник: "Каçал Ен"