03 июля 2013 г.
... Ĕçе каякан анне мана ирех вăратса çăкăр илме укçа парса хăварчĕ. «Асту, иртерех кайса тăр лавккана, унсăрăн тепĕр кунччен çемйипех апата çаралла çиме тивĕ», — терĕ вăл хытарса. Тантăшпа иксĕмĕр лавкка умне кăнтăрлачченех çитсе тăтăмăр. Пирĕн пек вĕтĕр-шакăр татах пур кунта. Пенсие тухнă кинемейсем сулхăнри сак çине вырнаçса ларнă та ялти сас-хурана сÿтсе яваççĕ. Акă, «Çăкăр» тесе çырнă машина çитсе чарăнчĕ. Пурте лавккана кĕпĕр-р-р! тулса ларчĕç. Вăй-хал çитекеннисем сутуçăсене пулăшма пикенчĕç. Капла пĕрре хăвăртрах пулать, тепĕр енчен — йăтаканни вăрăм черет тăмасăрах çăкăр туянма пултарать. Куматпăр кăна автомашина патĕнчен лавккана, унтан каялла. Шăрăх çанталăка пула урамра çеç мар, шалта та пăчă. Лăк тулли халăх тĕрткелешет, кăмăлсăрланса мăкăртатать... Хама тивĕçекен çичĕ буханкăна йăтса йăл кулăпа çиçсе килелле тулли кăмăлпа утатăп. Çав самантра вăранса кайрăм.
Ку тĕлĕк Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ умĕн иртнĕ кунсене аса илтересшĕн пулчĕ-ши мана? Чăннипех те, пирĕн ачалăхра ялсенче пĕрер магазин çеç — райпон — ĕçлетчĕ. Çăкăр турттаракан машинăна шăпчăк çулла çитессе кĕтнĕ пекех кĕтнĕ ĕнтĕ. Ытти тавар та — ĕçме-çиме, атă-пушмакпа тумтир — сентресем çинче выртса тăман ун чухне, килнĕ-килмен туянса пĕтернĕ. Паян вара магазинсенче — потребительсен обществин вăл е уйрăм çынсен, е тĕрлĕ сетьсен — пурте ытлă-çитлĕ. Çак условисенче Комсомольски райповĕн суту-илÿ точкисене конкуренцие чăтма çăмăлах мар, çапах вĕсем парăнма шутламаççĕ те. «Конкурентсем йышланса пыни ыттисенчен темиçе утăм маларах пыма, çаврăнăçуллăрах, тавçăруллăрах пулма хистет пире. Акă, пурлăхпа техника никĕсне аталантарма çулсерен çирĕмшер миллион тенкĕ тăкаклатпăр», — тет райпо канашĕн председателĕ Евгений Карпеев. Пĕр шухăшлă коллектив шăпах çапла ĕçленине кăтартусем çирĕплетсе параççĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Комсомольски райповĕ пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл енĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă, Чăвашпотребсоюзăн куçса çÿрекен ялавне тивĕçнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти ăмăрту итогĕсемпе те Каçалсем малтисен ретĕнче.
Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларас йăла çук пирĕн кооператорсен. Ĕçре тĕрлĕ меслет шыраса пăхаççĕ. Кивĕ магазин çурчĕсене реконструкцилеççĕ, ялсенче те обществăлла апатлану заведенийĕсем уçаççĕ. Акă, иртнĕ çул уçăлнă Аслă Чурачăкри «Встреча», райцентрти «Домик с окнами в парк» кафесем çынсемшĕн туссемпе, тăвансемпе тĕл пулмалли юратнă вырăнсем пулса тăчĕç. Автовокзал çумĕнчи «Трактира» юсаса çĕнетнипе вара тупăш илесси икĕ хута яхăн ÿснĕ. «Кĕтне» кафен цоколь пÿлĕмĕсене юсасан унта тен пицери, тен пĕр-пĕр элитлă кафе вырнаçĕ.
Комсомольски райповĕн хатĕрлев кантурĕ халăхран выльăх-чĕрлĕх туянассине тахçанах йĕркеленĕ. Пĕлтĕртенпе какайпа сутă тума «Аш-какай лавкки» уçнă. Кунта кирек кам та хăйне килĕшекен какай е çурма фабрикат суйласа илме пултарать. «Супермаркетсенчен упаковкăллисене туянсан пахалăхсăр аш та леккелет. Ку магазинта вара хăв куçупа курса, шăршласа, тытса пăхса илме пулни питĕ меллĕ», — теççĕ туянакансем.
Пысăк уявсенче сутуçăсем хамăр районти ялсене çеç мар, кÿршĕллĕ районсемпе республикăсене те тухса каяççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. Комсомольскисем хатĕрленĕ паха продукцие таçта та юратса туянаççĕ, татах килсе çÿреме ыйтаççĕ.
Паян кун потребительсен обществинче 430 çын вăй хурать. Вĕсем — райпон чи пысăк пуянлăхĕ. Тĕрлĕ çултисем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çамрăксем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Нумайăшĕ 20—30-шар çул тăрăшаççĕ хăнăхнă вырăнта. Ĕç тухăçлăхĕпе шалу та шайлашса тăмаллине шута илсе кăçал ĕç укçине 20 процент ÿстернĕ.
«Театр тумтир çакмаллинчен пуçланать теççĕ. Кирек мĕнле организаци ĕçне унăн сăн-сăпатне пăхса хаклаççĕ. Райпо шалтан та илемлĕ, хăтлă пултăр, ĕç условийĕсем аванланччăр тесе унта хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан юсав ирттертĕмĕр», — тет Евгений Иванович специалистсен, шут ĕçченĕсен пÿлĕмĕсене кăтартнă май. Çавăн пекех райпо канашĕн председателĕ лавккасене автоматизацилеме пикенесси çинчен те пĕлтерчĕ, çакна тума пурнăç хăй ыйтать-çке.
Уяв çывхарса пынă май Комсомольски райпо ĕçченĕсене Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, юратупа телей сунатăп. Çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-халпа ăнăçу юнашар пулччăр. Тавар çаврăнăшĕ пысăклантăр, суту-илÿ культури ÿссе пытăр.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"