15 декабря 2012 г.
Декабрĕн 13-мĕшĕнче районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин залĕнче ветслужбăн ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта вĕсем 2012 çулхи 11 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Ветврач-эпизоотолог Э.Ильязов мĕнле профилактика мероприятийĕсем туса ирттернипе паллаштарнă, планпа палăртнисене пурнăçа кĕртсе ĕлкĕрес тесен ĕçсене хăвăртлатмаллине палăртнă. Патăрьелĕнчи зона лабораторийĕн директорĕ Л.Ефимова ветлабораторинчи тĕпчевсем, малашнехи плансем çинчен каласа панă.
Канашлăва пĕтĕмлетсе районти ветеринари службин начальникĕ Р.Велимухаметов кăçал тума палăртнă ĕçсене çулталăк пĕтиччен вĕçлеме, хăрушă инфекци чирĕсем ан сарăлччăр тесе профилактика мероприятийĕсем ирттерме сĕннĕ, районти фермăсенче выльăхсене хĕл каçма тивĕçлĕ условисем туса памаллине аса илтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"