15 декабря 2012 г.
Ытлари кун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Г.А.Яковлев ĕçлĕ визитпа районта пулнă. Чи малтанах районти ветеринари службин ĕçĕпе паллашнă. Унтан ветстанци начальникĕпе Р.Велимухаметовпа Атласкин фермер хуçалăхне çитсе курнă. Кунта кăçал патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ĕнесем валли çĕнĕ ферма хута янă. Унта ĕнесене уйрăм секцисенче кăкармасăр тытаççĕ. Апат парассине, каяшсене тасатассине те пĕтĕмпех механизациленĕ.
Паянхи кун фермер хуçалăхĕнче 224 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвакан 52 ĕне. Унсăр пуçне тата 105 пуç сысна пур. Вăтам сăвăм –— кашни ĕнерен 13,8-шар килограмм. Кăçал фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем 90 тонна улăм, 150 тонна утă, 360 тонна сенаж тата ыттине те хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"