26 июня 2013 г.
Уйрăм çынсем миçе хутлă çурт туса лартма пултараççĕ тата ăна мĕнле майпа регистрацилемелле?
(ÇЫРУРАН).
Ыйту çине Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн ертÿçин пулăшуçи М.Иванова хуравлать.
— Чăнах та, юлашки вăхăтра нумай çын çак темăпа ыйту парать. Россия Федерацийĕн Градостроительство кодексĕн 49 статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕ-шÿллĕн, уйрăм çынсен çурчĕ 3 хутран ытла пулмалла мар. Мансарда та, путвал та, цокольлĕ пÿлĕм те — пурте этаж шутланаççĕ
Хутсен шучĕ унран ытларах пулсан вара — çурта нумай хутлă çурт пек регистрацилемелле. Докуменчĕсене те ытларах пуçтармалла, шел пулин те, «Дачăсен амнистийĕ» программăпа регистрацилеме май çук.
Источник: "Каçал Ен"