19 июня 2013 г.
Районти пушар надзор уйрăмĕн ĕçченĕсем профилактикăлла тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче вĕсем «Пушар хăрушсăрлăхĕ» темăпа ирттернĕ ал ĕçĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Сăмах май, унта районти шкулсенчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенчи 15 ача хутшăнчĕ.
Пĕрремĕш вырăна Анастасия Галзанова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — 7 çулхи Иван Кириллов. Виççĕмĕш вырăна Елизаветăпа Лидия Дрябловăсем тухрĕç. Çакна та палăртмалла: малти вырăнсене йышăннă ачасем пурте Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен тÿпи те пысăк.
Çĕнтерÿçĕсене çитес кунсенче Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чыслĕç.
С.ЮМАНОВ
Источник: "Каçал Ен"