19 июня 2013 г.
Июнь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле Чăваш Енре универсаллă электрон карттăна илес текенсенчен заявлени йышăнакан тепĕр 5 пункт ĕçлеме пуçламалла. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче пулĕç.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра 500-е яхăн çын универсаллă электрон карттăна илнĕ, пурĕ вара 1700 заявлени йышăннă. Информаципе аналитика медицина центрĕн директорĕн çумĕ Ирина Луценко ятарлă брифингра УЭКа мĕнле илмеллине тата унпа мĕнле усă курмаллине ăнлантарса панă. Карттăсем Чăваш Ене федераллă икĕ хушăмпа килеççĕ: идентификаци (СНИЛС тата ОМС) тата банк хушăмĕсем. Карттăна регион хушăмĕпе те пуянлатма пулать. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн патра транспорт хушăмĕ ĕçлет. Унпа Шупашкарта çеç мар, пĕтĕм республикипех усă курма пулать. Чăваш Енри 90 çын транспорт хушăмне хута янă та ĕнтĕ. Ун урлă вĕсем 800 ытла хутчен çула тухнă. Транспорт хушăмне активацилес тесен информаципе аналитика медицина центрне пымалла.
Аса илтеретпĕр: картта урлă тÿлесен хулари обществăлла транспортпа çÿресси пĕр тенкĕ йÿнĕрехе ларать. Хула çумĕнчи транспортпа çÿреме вара кашни çухрăмшăн 30 пус сахалрах тÿлемелле.
Источник: "Каçал Ен"