АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей маттур ывăл-хĕрпе пуян

15 июня 2013 г.

 

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕр-шывра пурăнакансем Раççей кунне анлăн паллă турĕç. Пур хула-районсенче те тĕрлĕ мероприятисем, концертсем, конкурссем иртрĕç. Çак кун районта пурăнакансем, спорта чунтан кăмăллакансем, физкультурăпа спорт комплексне пухăнчĕç. Кашниех хăй юратакан ăмăртăва хутшăнчĕ, вăй виçрĕ.

«Атте, анне тата эпĕ — спорта юратакан çемье» ăмăртăва икĕ çемье çеç хутшăнчĕ, ыттисем вăхăт тупайман-ши е спорт вĕсемшĕн ют. Гришинсем: Валерий, Ирина, Саша, Давыдовсем: Анатолий, Галина, Диана тĕрлĕ ăмăрăтура вăй виçрĕç. Эстафетăна, дартс вăййине хутшăнчĕç, бассейнра ишрĕç. Тупăшура Гришинсем çĕнтерчĕç. Ăмăртура çемьесем йышлăрах пулнă пулсассăн, тупăшу тата хĕрÿрех иртнĕ пулĕччĕ.

Хĕрсемпе ар çынсем пляж волейболне вылярĕç. Хĕрсенчен Аня Васильевăпа Мария Алякинана (Хирти Мăнтăр) çитекенни пулмарĕ, вĕсем — пĕрремĕшсем. Ар çынсенчен Ю.Боровковпа В.Лисицын чи маттуррисем пулчĕç. Дартс вăййинче Хирти Мăнтăрсем — С.Никитин, Л.Миронова, С.Васильев — ăсталăхпа палăрчĕç. В.Гаврилов, Р.Арифуллин, А.Тимофеев сĕтел çи теннисла ăста вылярĕç.

Спорт ветеранĕсем шашкăлла тата чушкăлла вылярĕç. В.Пундяков икĕ вăйăра та пĕрремĕш пулчĕ. Г.Краснов, В.Константинов, В.Батюков малти вырăнсене йышăнчĕç.

Уяв программи спорт ăмăртăвĕсемпе пуян. Кунта чи маттуррисем çĕнтерчĕç. Анчах та ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ сахал пулни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Малашне уяв ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртусене ячĕшĕн çеç мар, сывлăха çирĕплетессишĕн, вăя тĕрĕслессишĕн хутшăнасчĕ.

А.МАРИЯН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика