15 июня 2013 г.
Каламасăрах паллă: сывлăх темрен те хаклă. Тепĕр чухне ун çинчен шутлама та манатпăр. Чирлесен те вăхăтра тĕрĕсленме васкамастпăр. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен: е вăхăчĕ çук, е çул çÿресси шухăшлаттарать. Юрать-ха юлашки çулсенче ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлчĕç. Ку ял çыннине самаях çăмăллăх кÿчĕ, халĕ район центрне каймасан та тухтăр патне лекме пулать.
Александр Ложков Шурут вăтам шкулне пĕтерсен çар ретне тăнă. Унтан таврăнсан вара Шурутри участок больницинче водительте ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи кун вăл — районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕ. 30 çул ытла руль умĕнче лараканскере ĕçри çитĕнÿсемшĕн пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансем кирек хăçан та вырăнта. Унта ĕçлекенсенчен пĕри вăл — Роза Пыркина.
«Тепре суйламалла пулсан та çак ĕçех вĕренĕттĕм», — терĕ тĕп больницăн фельдшерĕ.
Роза ялти 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен вара ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ.
Хисеплеççĕ фельдшера коллективра. Вăл ырă ята сăпайлăхне, тăрăшулăхне пула тивĕçнĕ. «Хăш чухне чирлекенсемшĕн ăшă сăмах им-çамран та хаклăрах. Ăна эпĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ тĕпе хурса тимлетĕп», — терĕ Роза Пыркина, васкавлă пулăшу машини çине ларнă май.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"